Ҫулталӑкра 365 кун ӳкерекен маҫтӑр

Владимир Агеев Чӑваш халӑх художникӗ 90 ҫул тултарнӑ май, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче унӑн картинисен куравӗ уҫӑлчӗ. Унта пысӑк маҫтӑрӑн ҫуллӑ сӑрӑпа тата графика мелӗпе ҫырнӑ 100 ытла хайлавӗпе паллашма пулать.

Курава йышлӑн пуҫтарӑннӑ: Владимир Агеевӑн ячӗ хальхи ӳнерҫӗсем хушшинче сумлӑ вырӑн йышӑнать, хӑйне евӗрлӗхпе, ӑсталӑх шайӗпе яр уйрӑлса тӑрать. Унӑн аллине ыттисеннипе арпаштараймастӑн. Анчах никам та кӗтмен тахҫанах пиҫсе ҫитнӗ 90-ри художник хальхинче пачах ҫӗнӗлле куракан умне тухасса. Ҫак ҫулсенче ҫырнӑ хайлавсенче малтанхи Агеева палласа илетӗнех, ҫапах та вӗсенче урӑх колорит, йӗрсем ҫемҫе те, сывлӑш ҫутӑ: яшлӑхри вӑйпа черчен асамлӑх тепӗр хут таврӑннӑ тейӗн ӳнерҫӗ чун-чӗрине. Чӗнтӗр витӗр пек курӑнакан сийлӗ-сийлӗ ӗмӗлкесенчен, эпир ун ӗҫӗсенче курма хӑнӑхнинчен ачашрах тӗссем урлӑ палласа ҫитнӗ сӑнарсем сӑрхӑнса тухаҫҫӗ: ял пурнӑҫӗ, ҫӑмарта пек чӑмӑр кӳлепеллӗ утсем, хӳхӗм пӳ-силлӗ хӗрсем тата яланах - хӑй. 

Марина Карягина, Дмитрий Макаров