Ҫука юлнисем, инкек тÿснисем, чирлĕ çынсем пулăшу ыйтаççӗ

Чăваш Енĕн тĕп хулинче православи тĕнчишĕн аслăран та аслă таса япалана - Тримифунтри ҫветтуй Спиридонăн сылтăм аллине кĕтсе илчĕç. Ăна Грецирен Мускава, унтан Шупашкара ҫитернӗ. Сӑваплӑ япала Введени чиркĕвĕнче паян 15 сехетчен çеç пулать. 

Тримифунтри Спиридон святителĕн сылтăм аллине хунă арча Раççейри 13 хулана çитет. Чи малтанах таса япалана Шупашкар йышăнчĕ. Ăна илсе килсе пĕрле çÿрекенĕ - Элладăри православи чиркĕвĕн иерархĕ, Керкира митрополичĕ Нектарий. Грексен делегацине Шупашкарти аэропортра православи чиркĕвĕн Чăваш Енри пуçлăхĕсем: Савватий митрополит, Канаш тата Беловолжск епископĕ Стефан, Улатăрпа Патăрьел епископĕ Феодосий кĕтсе илчĕç. Машинăсен мăнаçлă колонни Спиридон святойăн сылтăм аллине кафедрăллă Введени чиркĕвне илсе çитерчĕ. Кунта Турра ĕненекенсем ăна кĕтсе ирпе-ирех йышлăн пуçтарăннă. 

Святойăн сылтăм аллине хунă арчана чиркÿре аналой çине вырнаçтарчĕç. Архиерейсемпе священниксен ушкăнĕ аслă святой ячĕпе кĕлĕ турĕç. Чиркÿре тăракансем пурте евангелири сăмахсене грекла вуланине илтме пултарчĕç. 

Тримифунтри Спиридон православири чи хисеплĕ святойсенчен пĕри. Унран мĕскĕнсем, çука юлнисем, тĕрĕсмарлăхпа инкек тÿснисем, чирлĕ çынсем пулăшу ыйтаççĕ. Чăн тĕнпе пурăнакансем ăна хĕрхенекен, ырă кăмăллă, тимлĕ, ыйтакансене час илтсе пулăшакан святой пек пĕлеççĕ. Чăваш Еншĕн çак пулăм вăл – чăн-чăн телей. Мĕншĕн тесен пирĕнтен нумайăшĕ Грецие çити кайма пултараймасть. 

Греци хăнисене хаклă парне – Чăваш çĕрĕнчи аслăран та аслă таса япалан, Турă Амăшĕн Владимирти таса сăнĕн – чăн-чăн копине пачĕç. Çак турăшпа 16-мĕш ĕмĕрте Гурий Казанский архиепископ пулас Шупашкар хулине никĕслемелли вырăна кĕлтуса сăвапланă. Керкира митрополичĕ Нектарий Спиридон святоя питĕ хисеплесе, чыс туса кĕтсе илнине курса Греци хăнисен кăмăлĕ çемçелнине пĕлтерчĕ. Спиридон святитель умĕнче пуç тайма пин-пин çын килнĕ. Вĕсен йышĕнче Шупашкарта пурăнакансем çеç мар, республикăри районсенчен, ытти регионсенчен килсе çитнĕ паломниксем те нумай. Святойăн сылтăм аллине хунă арча патне пырса пуççапма паян 15 сехетчен май пулать. Ун хыççăн Турра ĕненекенсем хĕрес çулĕпе утса ăна юханшыв портне çити, Хусана каякан теплоход çине ăсатаççĕ. 

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина