"Варкӑша" ҫӳрекенсен ҫивӗч куҫӗ кун ҫути куракан пӗр кӑсӑклӑ хайлава та асӑрхамасӑр хӑвармасть. Литература клубӗнче 5 ҫул хушшинче 40 яхӑн кӗнеке тишкерсе хак панӑ. Сӑмах ӑстисен паянхи курӑмӗ, пурнӑҫа ҫутатас меслечӗсем, пултарулӑхӗпе аталанӑвӗ, пӗтӗмӗшле сӑмахлӑх сӑн-сӑпачӗ ҫамрӑксене те, аслӑ ӑрурисене те интереслентерет. Николай Осипов филологи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ ҫыравҫӑ мар, унӑн ҫӗнӗ кӗнеки - 21-мӗш ӗмӗрте ҫырса пурӑнакан поэтсемпе писательсен хӑшпӗр хайлавӗсене тӗпчени. Автор ӑна чӑваш филологине вӗренекен 4-5-мӗш курс студенчӗсем валли хатӗрленӗ, хӑй ӗҫлекен Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче пичетлесе кӑларнӑ. Пухӑннисем кӗнекене сӳтсе явнӑ май унӑн паха енӗсем ҫинчен те, ҫитменлӗхӗсем пирки те калаҫрӗҫ. Пурте пӗр саслӑн тенӗ пек Николай Николаевичран хулӑмрах тӗпчев пуххи кӗтнине палӑртаҫҫӗ.
Марина Карягина, Димитрий Макаров