Ҫитес ҫултан Раҫҫейре "Земство культура ӗҫченӗ" программа вӑй илет

Республика ӑна пурнӑҫа кӗртме хатӗр-и? Кун пирки Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӑмах пычӗ. 

Ялти культура ҫурчӗсенче хореографи, хор ушкӑнӗсен ертӳҫисем, аккомпаниатор-баянистсем, режиссерсем кирлӗ, библиотекарьсене те кӗтеҫҫӗ. Халӗ республикӑн культура министерстви муниципалитетсенчи вакансисен списокне йӗркелет. Яла ӗҫлеме каяс текенсен конкурс али витӗр тухмалла пулӗ. Программӑна пурнӑҫа кӗртме федераци тата республика хыснисенчен Чӑваш Ене 8 миллион тенке яхӑн уйӑрма палӑртнӑ. 

Екатерина Фомина