Ҫитӗнекен ӑрӑва чӑвашлӑхпа мӑнаҫлантарнӑ

Пӗтӗм пурнӑҫне чӑваш тӗррин аталанӑвне панӑ Мария Симакова пиртен уйрӑлса кайнӑранпа 2 эрне ҫитрӗ. Унӑн ырӑ ӗҫӗ вара яланах халӑх асӗнче пулӗ.

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре Мария Васильевнан пултарулӑхӗпе кун-ҫулне халалласа нумай пулмасть ӳкернӗ фильма пахаларӗҫ.

Фильмра Мария Симакован ачалӑхри йывӑр кун-ҫулӗнчен пуҫласа пӗтӗм пурнӑҫне сӑнласа кӑтартнӑ. Паллӑ тӗрӗҫ биографие хӑй каласа пани тата вӑл ҫуралса ӳснӗ Апаш тӑрӑхӗнчи ҫынсен асаилӗвӗсем пуянлатаҫҫӗ. Мария Васильевнан пултарулӑхне унӑн вӗренекенӗсем хак парса мухтани уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Чӑваш тӗррин илемне курма пӗлни кӑна ҫителӗксӗр пулнӑ уншӑн. Мария Симакова чӑвашсен мӗн авалтан пынӑ пир ҫинчи ҫырулӑхне тӗпчесе кашни эрешӗн шухӑшне ӑнланма тӑрӑшнӑ. Ҫак пуянлӑха ӗлӗкхилле алӑ вӗҫҫӗн тӗрлесе халӑхра аталантарнӑ. 

 

Алексей Енейкин, Артур Галкин