Шӑпах паянхи кун 1918 ҫулта Хусанта пӗрремӗш хут чӑвашла спектакль куракан умне тухнӑ. Ҫакӑнтан пуҫласа эпир тӑван театр йӗркеленнине паллӑ тӑватпӑр. Унӑн никӗслевҫипе пирвайхи режиссёрӗ - Иоаким Максимов-Кошкинский. Сӑмах май, классикӑн ҫак хайлавӗ халӗ те сцена ҫинчен анман-ха. Театрӑн иртнӗлӗхӗ тумхахлӑ та пуян пулнӑ. Ҫӗршыври улшӑнусене вӑл йӑлтах тӑван халӑхпа пӗрле тӳссе ирттернӗ.
Ку - театрӑн 100 ҫулне паллӑ тунӑ чухнехи самант. Унтанпа самана самай улшӑнса ӗлкӗрчӗ, нумай ҫӗнӗ спектакль ҫуралчӗ. Пысӑк ҫухату та тӳсмелле пулчӗ: 98 ҫулчченех сцена ҫинчен анман Вера Кузьмина СССР халӑх артисчӗ пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Вӑл театрӑн пӗр ӗмӗрхи юбилейӗнче калани пехил панӑ пекех илтӗнет.
Театра 60 ҫул ытла СССР халӑх артисчӗ, "Ылтӑн маска" Раҫҫей Наци театр премийӗн лауреачӗ Валерий Яковлев илемлӗх ертӳҫи ҫирӗп алӑра тытать. Ҫак тапхӑрта Питӗрти театр, музыка тата кинематографи институтӗнчен, Мускаври Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен вӗренсе килнӗ темиҫе ӑру Валерий Николаевичӑн пултарулӑх лаҫҫинче ӑсталӑхне туптанӑ. Уяв каҫӗн режиссёрӗпе художникӗ те - вӑлах.
Репертуарта халӗ 30 яхӑн тӗрлӗ жанрлӑ спектакль. Чӑвашпа вырӑс классикӗсен пьесисем те, хальхи драматургсен хайлавӗсем те сумра. Ҫамрӑк режиссёрсем кунтах ҫитӗннине те ырламалла. Сӑмахран, Наталия Сергеева Чӑваш халӑх артисчӗ юлашки тапхӑрта куракана халӑхӑн авалхи пурнӑҫне сӑнарлакан темиҫе ӗҫӗпе савӑнтарчӗ.
Уяв программине куракансем юратакан спектакльсен сыпӑкӗсем, юрӑ-ташӑ илемлетӗ. Яланхиллех хаклӑ хӑнасем ҫитмелле. Йӑларан иртмесӗр хисепе тивӗҫлисене чыслӗҫ.
Марина Карягина, Леонид Петров