Екатерина Ягафовапа Игорь Петров иккӗмӗш ҫул тӗн ыйтӑвӗсемпе тӗпчев ирттереҫҫӗ. Ҫакӑн валли Раҫҫейри тарӑн тӗпчевсен фончӗ гранд уйӑрнӑ. Ӑсчахсем тӗрлӗ регионта пулаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем Тутарстанри, Самар тӑрӑхӗнчи тата пирӗн республикӑри 18 яла ҫитсе курнӑ. Мӑнҫырма ялне ӑнсӑртран суйласа илмен. Кунта Тихвин Турамӑшӗн чиркӗвӗ пурри илӗртнӗ тӗпчевҫӗсене. 1882-мӗш ҫулта уҫӑлнӑ кӗлӗ ҫурчӗ Совет тапхӑрӗнче те хупӑнман. 2003-мӗш ҫулта вӑл ҫунса кайнӑ. Анчах та ял ҫыннисем тӑрӑшнипе ҫӗнӗрен ҫӗклесе лартнӑ. Хӑнасем аслӑ ӳсӗмри ял ҫыннисемпе библиотекӑра тӗл пулчӗҫ. Мӑнҫырма историйӗпе, паянхи кунччен упранса юлнӑ йӑласемпе кӑсӑкланчӗҫ. Ӑсчахсем Мӑнҫырмара икӗ кун ӗҫлерӗҫ. Пухнӑ материал тӑрӑх ҫӗнӗ ҫулччен статьясемпе монографисем ҫырса кӑларӗҫ.
Надежда Александрова, Виктор Степанов