Чи нумай вулакан кӗнеке авторӗсем паллӑ

Культура министерствин пуҫарӑвӗпе ҫулсеренех Наци библиотеки, республикӑри профессионал писательсен Союзӗ тата Чӑваш кӗнеке издательстви "Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке" фестиваль-конкурс ирттерет.

Пандемие пула пӗлтӗр ӑна йӗркелеме май килмен. Ҫавӑнпа та кӑҫал 2018-2019 ҫулсенче пичетленсе тухнӑ кӗнекесене хак панӑ. Вулакансене чӑвашла тата вырӑсла кун ҫути курнӑ 153 кӗнекепе паллашма сӗннӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ номинацире суйланӑ. 

 

Алиса Александрова, Виктор Степанов