Чи лайӑххисене суйласа илсе ятарлӑ диск кӑларӗҫ

Республикӑри Хӗрарӑмсен Союзӗ, ҫавӑн пекех Культура тата Цифра аталанӑвӗн министерствисем Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунисене халалланӑ юрӑсен конкурсне ирттернӗ. Унта 23 хайлав хутшӑннӑ.

Клара Осокина шӑрантаракан юрӑ авторӗсем Владимир Васильев сӑвӑҫпа Николай Андреев композитор. Вӗсем ку таранччен вӑрҫӑ пирки 50-а яхӑн юрӑ хайланӑ. Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансен паттӑрлӑхӗ пирки те асрах тытнӑ. Владимир Васильев - отставкӑри полици подполковникӗ. Юрра вӑл хӑй вӑхӑтӗнче пӗрле участковӑйра ӗҫленӗ Клара Осокинана шӑрантарма ыйтнӑ. Юрӑҫ хаваспах килӗшнӗ. Конкурс витӗр тухнӑ тепӗр хайлав - Александр Никифоров юрлакан "Кӑвакарчӑн вӗҫ" юрӑ. Сӑмах май, сӑввипе кӗввине хӑйех ҫырнӑ. 

 

Алена Артемкина, Святослав Петров