Ҫак тупӑшӑва Чӑваш Енре 2020-мӗш ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал тӗрӗҫсене "Манӑн тупра" темӑпа ӗҫсем хатӗрлеме сӗннӗ. Конкурс йӗркине те кӑткӑслатнӑ. Ал вӗҫҫӗн тӗрлемелле, чӑваш тӗрринчи композици саккунӗсене, тӗссене пӑхӑнмалла пулнӑ маҫтӑрсен. Вӗсем хӗр пӗркенчӗкӗ, каччӑ тутри, минтерсем, ал шӑллисем ӑсталанӑ. Ӗҫ пахалӑхӗ пысӑк пулнине палӑртаҫҫӗ тӳресем. Виҫҫӗмӗш вырӑна виҫҫӗн пайланӑ. Иккӗмӗшӗнче - икӗ ҫын. Гран-при тата пӗрремӗш вырӑн - пӗрер. Ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсене Чӑваш тӗррин кунӗ чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ. Вӗсен 7 ӗҫӗ Чӑваш наци музейӗнче упранӗ. Малти вырӑнсене йышӑннисене кӑҫал пӗрремӗш хут укҫан хавхалантарӗҫ. Чӑваш наци музейӗн "Прокопий" аталану фончӗ Гран-при тивӗҫекене 50 пин тенкӗ парӗ. Ыттисем 10 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран илӗҫ.
Екатерина Фомина