Щепкинҫӑсен кӗҫӗн ушкӑнӗ "Чӗкеҫ" фестивале Саха Республикинчен инҫе ҫула кӗскетсе килнӗ пӗрле вӗреннӗ артистсемпе тӗлпулу ирттерчӗ.
23 ҫул пӗр-пӗрне курман икӗ хурӑнташлӑ халӑх ывӑл-хӗрӗшӗн ҫак тӗлпулу - пӑлхануллӑ самант: тӑванла ыталашаҫҫӗ, пичӗсенче - савӑнӑҫ куҫҫулӗ. Чӗрӗк ӗмӗре яхӑн курнӑҫманни вӗсене ытларах ҫывӑхлатнӑ ҫеҫ тейӗн.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Мускаври Щепкин ячӗллӗ театр институтӗнче вӗреннӗ виҫӗ ӑру ӗҫлет: пӗрремӗш труппа 1983-мӗш ҫулта, иккӗмӗшӗ 1993-мӗш ҫулта, виҫҫӗмӗшӗ вара, инҫетри хӑнасемпе халӗ тӗлпулу йӗркеленӗ ушкӑн, 2002-мӗш ҫулта тӑван сцена ҫине тухнӑ. "Театр мӗнле пуласси студиецсенчен килет", - тет Чӑваш Ене фестивале килсе тӗл пулнишӗн хавхаланнӑ Руслан Тараховский, Саха театрӗн тӗп режиссёрӗ. "Чӗкеҫ" фестивальте вӑл лартнӑ "Глухой Вилюй" драма пӗрле вӗреннӗ ӗҫтешӗсене те, куракансене те мӑнаҫлантарчӗ.
Театра юратакансен клубӗн пайташӗсем хушшинче хальхинче аслӑ ӑрури йышпа вӗреннӗ щепкинҫӑ та пур: Надежда Кириллова Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ 1983-мӗш ҫулта диплом илсе таврӑннӑ. Вӑл Мускавра вӗреннӗ вӑхӑт ҫинчен кӗнеке те ҫырнӑ. "Театр аслӑ шкулӗсем хушшинче Щепкин ячӗллин - хӑйӗн палӑрса тӑракан уйрӑмлӑхӗ", - тет вӑл.
Клуб ларӑвне килнӗ Галина Кузнецова Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ те Надежда Кирилловӑпа пӗрле вӗреннӗ. Хӑйсен педагогӗсене вӑл та пуҫ тайса тав тӑвать.
Икӗ тӗрӗк халӑхӗн ачисем пӗр-пӗрне асӑнмалӑх парнесем пачӗҫ, тепӗр тӗлпулу Саха Республикинче пултӑрччӗ терӗҫ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче сцена ӳнерне юратакансен клубӗн ҫитес ларӑвӗ "Нарспи" спектакль пуласпа иртӗ. Тахҫантанпа кӗтнӗ премьера раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче куракан умне тухмалла.
Марина Карягина, Виктор Степанов