Чӗмпӗрте наци кинематографийӗн фестивалӗ иртет

Паян Раҫҫейре кино кунӗ. Ку вӑл фильм ӳкерекенсен, актерсен тата куракансен уявӗ. Ӑна халалласа Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче наци кинематографийӗн фестивальне йӗркеленӗ. Унта "Чӑвашкино" патшалӑх киностудийӗ те хутшӑнать.

Фестивале Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаторӗ Сергей Морозов пулӑшнипе ятарласа Раҫҫейри кино кунӗ умӗн ирттереҫҫӗ. Унӑн тӗллевӗ - облаҫре пурӑнакан тӗрлӗ халӑх килӗшӗвне упраса вӗсен йӑли-йӗркине аталанма тивӗҫлӗ майсем тӑвасси. Уявра пирӗн автономи юбилейне халалласа Чӑваш Енре ӳкернӗ 4 фильм кӑтартаҫҫӗ. Вӗсем: "В красном море", "История великого народа", "Наследие" тата "Юман". 

 

Алексей Енейкин, Михаил Солин