Ҫулсерен вӑй илсе пыракан уява Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи хастар ентешсем 5 пин ытла ҫын пуҫтарма пултарнӑ. "Акатуй чӑвашсене кӑна мар, Атӑлҫи халӑхӗсене пурне те пӗр ҫемьери пек туслӑ пурӑнма май парать", - теҫҫӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑннӑ хӑнасем. Ульяновск облаҫӗн губернаторӗ Алексей Русских чӑвашсен наци уявӗнчен нихҫан та юлмасть, халӑхпа пӗрле вӑйӑ картине тӑрать.
Пухӑннисене Чӑваш Республикин культура министрӗ Светлана Каликова саламларӗ, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн ҫырӑвне вуласа пачӗ.
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче 110 пин ытла чӑваш пурӑнать. Ҫӑкӑр ӳстерекенӗн пархатарлӑ ӗҫне сума суса ҫулсерен ирттерекен Акатуя облаҫри йӑхташсем тӗпленнӗ мӗнпур тӑрӑхран 18 пултарулӑх ушкӑнӗ килнӗ. Чӑваш Енрен ҫитнӗ фольклор ансамблӗсем те аслӑ уява илем кӳчӗҫ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ лапамра ӑсталӑх класӗсем, сӑн ӳкерчӗксен куравӗ йӗркеленӗ. Чӑваш кӗнеке издательстви ҫӗнӗ кӑларӑмӗсемпе куҫа илӗртрӗ. Тӗрлӗ тӑрӑхри ал ӗҫ ӑстисен хайлавӗсемпе паллашма та кӑсӑклӑ. Чӑваш культури, йӑли-йӗрки ҫинчен хальччен пӗлмен хӑнасемшӗн ӗлӗкхи ӗҫ хатӗрӗсемпе хресчен мӗнле усӑ курни те интереслӗ.
Тӗрлӗ халӑха пӗрлештерекен чӑваш уявӗнче ташлас текене - ташлама, юрлас текене - юрлама, халӑх вёййисене выляс текене - выляма, кӗрешес текене - кӗрешсе вӑй виҫме, кире пуканӗ йӑтса парнене тивӗҫме ирӗк пур. Пурте ырла-ырла наци апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланчӗҫ, кӑпӑклӑ сӑра тутанчӗҫ.
Марина Карягина