Чӗлхе пулсан - халӑх пур

Чӑваш чӗлхи кунне халалласа республикӑра, йӑхташсем тӗпленнӗ ытти тӑрӑхра тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ иртет. Ача сачӗсенче вара тӑван культура эрни пырать. 

Тӗп хулари 50-мӗш ача сатне ҫӳрекенсем пӗчӗклех чӑвашла калаҫаҫҫӗ. Юрлаҫҫӗ те ташлаҫҫӗ, наци ҫи-пуҫне тӑхӑнма сӑлтавӗ тупӑнсан хаваспах чӑвашла тумланаҫҫӗ. Галина Плешкова воспитатель хӑй те ялта ҫуралса ӳснӗрен Чӑваш Республикин ывӑл-хӗрӗ ачаллах ашшӗ-амӑш чӗлхине пӗлтӗр тесе тӑрӑшать. Пӗчӗккисене вара вӑйӑ урлӑ вӗренме те, астуса юлма та ҫӑмӑлрах. Ытти меслет те пулӑшать. Пӗчӗк каскасем ҫине вакланӑ турат та, сӑмахран, ӗҫре аван. 

50-мӗш ача сачӗ республикӑри "Тӑван чӗлхе - анне чӗлхи" проекта хутшӑнать. Арҫын ачасемпе хӗрачасем кӗҫӗн ушкӑнсенченех чӑваш юмах-халапӗпе, юрри-ташшипе туслӑ. Ӗҫленӗ, вылянӑ хушӑра кӑштах канса илмелӗх шут сӑввисем калаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсем калаҫса ӳснӗ чӗлхене тӗпренчӗкӗсем те хаваспах вӗреннӗшӗн хӗпӗртеҫҫӗ. Ачисем килте тӑван чӗлхепе юрласа ҫӳрени савӑнтарать вӗсене.

"Чӗлхе пулсан халӑх пур, халӑх пулсан ҫӗршыв пур, ҫӗршыв пулсан патшалӑх пур", - тесе палӑртаҫҫӗ кунти воспитательсем. Ҫавӑнпа ачасене тӑван чӗлхене хисеплеме, юратма вӗрентесси хӑйсен тивӗҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Татьяна Иванова, Вадим Владимиров