Чӗлхе илемне упраса хӑварас тӗллевпе

Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа кӑҫал 118 ҫул ҫитрӗ. Ҫак пулӑма халалласа сӑвӑҫӑн тӑван ялӗнче - Тутарстанри Сиктӗрмере "Хусанкай вулавӗсем" иртрӗҫ. 

Шупашкартан пынӑ хисеплӗ хӑнасене сиктӗрмесем ҫӑкӑр-тӑварпа хапӑл туса тарават кӗтсе илчӗҫ. Тӑван халӑхӑн аваллӑхӗпе мӑнаҫланма пӗлекен ял-йыш ҫӗнӗрен вӑй илсе пур енлӗн аталанма тӑрӑшать. Вӑл шутра - илӗртӳллӗ чӗлхемӗрӗн илемне упраса хӑваррасси те пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Ҫак тӗллевпех кунта пуҫласа "Хусанкай вулавӗсене" йӗркелеме шутланӑ. Унта таврари чӑваш ялӗсенче пурӑнакан шкул ачисене хутшӑнтарчӗҫ.

Ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван чӗлхепе культурӑна хисеплесе, чунтан юратса ӳстерес тӗллевпе йӗркеленӗ уяв тӗрлӗ ӳсӗмри ачасене пӗрлештерчӗ. Малтанах вӗсем пӑхмасӑр сӑвӑ-калав калассинче ӑмӑртрӗҫ. Ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Петӗр Хусанкай сӑввисене ачасем артистла хӑюллӑн тӗрлӗ чӗлхепе шӑрантарчӗҫ.

Шкул ачисем Хусанкая халалласа пултарулӑх ӗҫӗсен куравне те йӗркеленӗ. Чи тӑрӑшуллисем вара тӗпчев ӗҫӗсем хатӗрлесе килнӗ. Халӑх йӑли-йӗркине тата мухтавлӑ сӑвӑҫӑн ӗҫӗ-хӗлне тӗплӗн тишкерсе тунӑ проектсене тӳресем пысӑк хак пачӗҫ. Хусанкай ячӗпе ҫакӑн пек вӑйвиҫҫи йӗркелеме пуҫласса ку тӑрӑхри йӑхташсем чунтан кӗтнине палӑртрӗҫ.

Конкус ҫӗнтерӳҫисене грамотӑсемпе тата асра юлмалӑх парнесем парса чысларӗҫ. Чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат вӗсемпе ӑсталӑх сехечӗ ирттерчӗ. Юрласа, сӑвӑсем вуласа, тӗрлӗ кӗвӗ хатӗрӗпе каласа савӑнтарчӗ.

Уяв хӑнисене шкул ачисем те илемлӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Элкел районӗн пуҫлӑхӗ Александр Никошин вара Сиктӗрмере кун ҫути курнӑ аслӑ поэтӑмӑра пуҫ тайма пухӑннисене чӗререн тав турӗ. Ачасемпе тӑван чӗлхе пӗлтерӗшӗ пирки калаҫрӗ. Ҫак сӑваплӑ ҫӗр ҫинче Хусанкай вулавӗсене кашни ҫулах йӗркелесе пымаллине палӑртрӗ. 

Алексей Енейкин