Чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитрӗ

Ҫавна май Наци библиотекинче пуян та паха курав йӗркеленӗ.

Авалхи ҫырулӑхӑн паянхи куна ҫити илсе ҫитерекен ҫул-йӗре тӗплӗн тишкерсе куракан умне кӑларнӑ. Экспозицие хатӗрлес ӗҫре филологсем, ӑсчахсем, чӗлхе тӗпчевҫисем нумай тӑрӑшнӑ. Курава килнисене 1769-мӗш ҫулти пӗрремӗш чӑваш грамматикипе, Вишневскипе Золотницкин чӑваш букварӗсемпе тата учебникӗсемпе, Иван Яковлев букварь кӑларӑмӗсемпе, вӑл шутра Константин Иванов илемлетнӗ кӗнекесемпе паллашма сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗн 150 ҫулне халалланӑ куравра чӑваш тӗррине тӗрлеме те вӗрентеҫҫӗ, перопа чӑвашла ҫырма, совет саманинчи пичет машинкипе ӗҫлесе пӑхма та пулать. 

 

Алиса Александрова, Виктор Степанов