120 халӑх ывӑл-хӗрне пӗрлештерекен Чӗмпӗр тӑрӑхӗ чӑвашсен чаплӑ "Акатуйне" 1990-мӗш ҫултанпа паллӑ тӑвать. Несӗлсенчен куҫнӑ авалхи уяв кунта тӗрлӗ регионта пурӑнакан пин-пин ентешпе пӗрлех ытти халӑх ҫыннисене пухать. Хамӑрӑн пуян йӑла-йӗркепе паллаштарать. Тӗрлӗ лапамра уяв шавӗ кӗрлерӗ: юланутҫӑсем ӑйӑр кӳлсе ипподром тавра ӑмӑртрӗҫ, вӑй-питти кӗрешсем кире пуканне ҫӗклерӗҫ, така ҫӗнсе илессишӗн кӗрешрӗҫ. Йӗри-тавра вӑйӑ-кулӑ, юрӑ-ташӑ хуҫаланчӗ.
Алексей Енейкин, Евгений Романов