Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ тутар хӗрӗ мӗн пӗчӗкрен виҫӗ чӗлхе ӑшне хывса ӳснӗ: килӗнче тутарла калаҫнӑ, шкулта чӑваш тата вырӑс чӗлхисене тӑрӑшса вӗреннӗ. "Хам мӗн астӑвассах вара юрӑҫ пулма ӗмӗтленнӗ",- тет. Хусанти культурӑпа ӳнер институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн Тутарстанри тӗрлӗ учрежденире тӑрӑшнӑ. Ҫав вӑхӑтрах юрӑсем кӗвӗленӗ. Хайлавӗсен пӗрремӗш пуххи 2007-мӗш ҫулта тутарла пулнӑ пулсан, хыҫҫӑн чӑвашла 4 альбом кун ҫути курнӑ. Пӗрремӗш хут вара Шупашкарти пысӑк сцена ҫине Фарида 2013-мӗш ҫулти раштав уйӑхӗнче тухнӑ. Паян ӑна Чӑваш Енре кӑна мар, ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче хапӑл тӑваҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӑл обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑнать. Ахальтен мар пӗлтӗр кӗркунне Фарида "Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Маншӑн юратнӑ куракансемпе тӗл пулни яланах уяв, тет вӑл. Шӑпах ҫакӑн пек хумхануллӑ самант Шупашарта Трактор тӑвакансен культура керменӗнче, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулать.
Владимир Тимофеев