Пӗр вӑхӑт Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫленӗ Сергей Щербаков унта чӑваш мифологийӗн кӗнекине пухса хатӗрлеме те хутшӑннӑ, ун чухне тӗпчевҫе пирӗн несӗлсен тӗнчекурӑмӗ, мифсенчи сӑнарсем ҫав тери хӑйне евӗр пулни тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ. Ҫак тӗлӗнӳ ӑна ҫӗнӗ ҫул ҫине илсе тухнӑ: Щербакова сценарисем ҫырасси, фильмсем ӳкересси илентерсе янӑ. Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтне ӗҫлеме куҫнӑскер, икӗ ҫул каялла вӑл Чемен паттӑр ҫинчен кӗнеке ҫырнӑ, хӑйӗн студенчӗсемпе "Асамат кӗперӗ" фильм ӳкернӗ. "Вупӑр" ятлӑ 15-20 минутлӑх илемлӗ картина ӳкерме вара ятарласа кастинг ирттерме тивнӗ. Сюжет тӑрӑх, 5 студент аякри яла Культура ҫуртне юсама ҫитет, унта вӗсем усал вӑйпа тата Пирӗштипе тӗл пулаҫҫӗ.
Марина Карягина, Николай Семёнов