"Тангыра" - Халӑх туслӑхӗн ҫурчӗпе удмурт ҫамрӑкӗсен "Шунды" организацийӗн проекчӗ. Ӑна пурнӑҫа кӗртме Культура пуҫарӑвӗсен Президент фончӗн гранчӗ пулӑшнӑ. Фестивалӗн пӗрремӗш кунӗ хӑйсен ӑсталӑхне этнодизайнерсем кӑтартрӗҫ. Удмурт тата Мари республикисенчи модельерсем тӗрлӗ халӑх ҫи-пуҫӗпе паллаштарчӗҫ. Евгения Кошкина хатӗрленӗ коллекцире, сӑмахран, ҫыхса тунӑ свитер, кардиган, шарф. Япаласене вӑл мари халӑхӗн тӗрри-эрешӗпе илемлетнӗ. Фестивале хутшӑнакансем чӑваш хӗрарӑмӗсен авалхи кӗписене те пахалама пултарчӗҫ.
Фестивалӗн тӗп ӗҫ-пуҫӗ - этноушкӑнсен концерчӗ. Музыкантсемпе юрӑҫсем хальхи юрӑ-кӗвӗ ӳнерӗ урлӑ наци уйрӑмлӑхне, сӑн-сӑпатне кӑтартаҫҫӗ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен ҫитнӗ вӗсем. Мускаври "Калевала" ушкӑн фестиваль сцени ҫине пӗрремӗш хут тухрӗ. Пирӗн ентешсем вара - тӑваттӑмӗш хут. "Тангыры" фестивале "ЯлАр" ушкӑн пӗрре те сиктермен.
Ушкӑн Шупашкарта 2015-мӗш ҫулта чӑмӑртаннӑ. Этно-рок енӗпе аталанать вӑл. Куракансене каччӑсем хӑйсем ҫырнӑ хайлавсемпе, чӑваш халӑх юррисемпе тыткӑнларӗҫ.
Екатерина Фомина