Чӑваш туйӗн йӑли-йӗркине Мускавра кӑтартма хатӗрленеҫҫӗ

Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ - Раҫҫейре халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ - Мускаври ВДНХ "Раҫҫей" форум-курав алӑкӗсене уҫать. Ҫавна май раштавӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республики хӑйӗн историйӗпе, йӑли-йӗркипе, тӗрри-эрешӗпе, юрри-ташшипе паллаштарать. Ҫавӑн пекех хӑнасем чӑн-чӑн чӑваш туйне курма пултарӗҫ. Халӗ хатӗрленӳ тапхӑрӗ пырать. 

Ҫемье ҫавӑрнӑ куна ҫӗршывӑн тӗп хулинче хайнеевӗрлӗ паллӑ тума май пуррине пӗлсен Настьӑпа Максим конкурса хӑйсемпе паллаштарса ҫыру янӑ. Пӗр-пӗрне вӗсем шкул саккинченех паллаҫҫӗ, кӑҫал туйӑмӗсене саккунпах ҫирӗплетес тенӗ. Каччӑпа хӗр панӑ заявкӑна ырланине пӗлтерекен хурав Мускавран часах ҫитнӗ. Пикен Муркаш тӑрӑхӗнчи тӑван-пӗтенӗ те, яшӑн Пӑрачкав округӗнчи хурӑнташӗсем те хӗпӗртесе йышӑннӑ ҫак хыпара. Максимпа Настьӑна чӑн чӑвашла пӗрлешме "Ҫавал" ансамбль артисчӗсем пулӑшӗҫ. 

Пирӗн халӑхӑн ҫемье чӑмӑртасси темиҫе куна тӑсӑлакан ӗҫ-пуҫ. Ҫураҫни, хӗр, каччӑ килӗнчи туй, хӗр йӗрри, ҫӗнӗ хӑта. Куравра вара наци туйне кӑтартса пама пӗр сехет вӑхӑт уйӑраҫҫӗ. Ҫак хушӑра тӗрлӗ йӑла шухӑшне те уҫмалла, юрӑ-ташӑпа та паллаштармалла, чӑваш туйӗн уйрӑмлӑхӗсене те кӑтартмалла. 

Яш-кӗрӗм тӑван культурӑпа кӑсӑкланни, хамӑр халӑх йӑли-йӗркине тӗпе хурса пӗрлешме тӗллевлени ансамбль артисчӗсене те хавхалантарать. Ҫӗршыв шайӗнче кӗрлеттермелли туя тивӗҫлӗ ирттерес тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ ҫынсем те хӑйсем ҫине пысӑк яваплӑх тиеннине туйса илнӗ. Чӑваш ятне-сумне, мӑнаҫлӑхне, сӑпайлӑхне Раҫҫей курса тӗлӗнмелле кӑтартса парасси хумхантарать те, савӑнтарать те вӗсене. Мускавра туй тума йыхрав илсен тӳрех тӑван культурӑна тарӑнрах тишкерес тесе тӗрлӗ кӗнеке вуланӑ вӗсем. "Пӗрремӗш хут чӑваш тумне тӑхӑнни те, хамӑр тавра чуна ырӑпа хумхантаракан ӗҫ-пуҫ пулса иртни те яланлӑха асра юлӗ", - теҫҫӗ Настьӑпа Максим. 

Тӑван тӑрӑха таврӑнсан мӑшӑр тӑванӗсемпе тепӗр хутчен кӗрекере пуҫтарӑнас кӑмӑллӑ. "Раҫҫей" форум-куравра туй йӑли-йӗркипе паллашнисӗр пуҫне Раҫҫей карттине курма пулӗ. Халӗ Мускавра хӗрсех хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Пысӑк курав лапамӗнче чӑвашлӑхпа ҫывӑхланас текенсене раштавӑн 1-мӗшӗнче 75-мӗш павильонра хапӑл.

Алиса Александрова, Виктор Степанов