Татьяна Петрова ӑсталанӑ наци костюмӗсене хамӑр патра кӑна мар, республика тулашӗпе чикӗ леш енчи чӑвашсем те юратса тӑхӑнаҫҫӗ. Унӑн ӗҫӗсем чӑннипех те питӗ илӗртӳллӗ, хӑйнеевӗрлӗ, кӑткӑс эрешсемпе, ҫутӑ тӗссемпе пуян. Маҫтӑр ӑсталӑхӗ ҫӳллӗ шайра пулнине вӑл ҫӗршыври тӗрлӗ конкурсра пӗрре мар ҫӗнтерни те, чикӗ леш енче иртекен куравсене тӑтӑшах хутшӑнни те ҫирӗплетет. Унӑн капӑрлӑхӗсене пур ҫӗртре те хапӑлласа йышӑнаҫҫӗ. "Чӑваш тӗррин музейӗнче халиччен кун пек курав пулман", - терӗҫ унта ӗҫлекенсем. Кунта харӑсах тӗрлӗ коллекцири экспонатсемпе паллашма пулать.
Елена Дмитриева, Александр Семёнов