Чӑваш тӗррин музейне йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитрӗ

Ку вӑл ҫӗршыври тӗрӗ-эреше халалланӑ пӗртен-пӗр управӑш. Унӑн тупри вара халӑх тум-тирне, капӑрлӑхӗсене, пуҫ хатӗрӗсене пухса пынипе Раҫҫей этнографи музейӗ хыҫҫӑн 2-мӗш вырӑнта.

10 ҫул каялла халӑхӑн культура эткерлӗхне аталантарас тӗллевпе пысӑк ӗҫ пуҫланнӑ. Музейра палӑртнӑ тӑрӑх, тӗп вырӑнта 100, 200 ҫул каялла ӑстасем тӑрӑшнипе пир ҫине куҫнӑ илеме фондсенче упрасси мар, ҫак пурлӑхпа пурне те паллаштарасси пулнӑ. Маҫтӑрсем музейри тупрапа хавхаланса хайсен тӗлӗнмелле ӗҫӗсене тунӑ. Ҫапла республикӑра Чӑваш тӗррин кунне пуҫарнӑ. Ҫак уява 2020-мӗш ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. 10 ҫулта управӑша 100 пин ытла ҫын ҫитсе курнӑ. 

Наци музейӗ ҫумӗнче 5 ҫул чӑваш тӗррин шкулӗ ӗҫлет. Хальхи вӑхӑтра курав залӗсенче халӑх пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ экспонатсем те, хальхи маҫтӑрсемпе ӳнерҫӗсен ӗҫӗсем те упранаҫҫӗ. Ҫавраҫул тӗлне ҫӗнӗ курав уҫӑлнӑ. Унта чӑваш тӗррин шкулӗнчи, Культура институтӗнчи вӗрентекенсен, аслӑ шкул студенчӗсен тӗррисем. Ҫак илеме чи малтан хак панисем - "Ӑста Раҫҫей" конкурса хутшӑнакансемпе тӳресем. 

Музей чӑваш тӗррине тӗпе хурса ӗҫлекен мӗн-пур авторпа тачӑ ҫыхӑнура. Ҫавӑнпах наци культурин эткерлӗхне упракан учреждени республикӑра пурӑнакансене, хӑнасене те кӑсӑклантарать. 

 

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Елена Гальперина, Александр Семенов