Шкулта вӗренме 20 ытла ҫын кӑмӑл тунӑ. Ку вӑл палӑртнинчен самай нумайрах. Ҫавӑнпа та тӗрӗҫсене икӗ ушкӑна пайланӑ. Уроксем кашни шӑматкун иртӗҫ, 3 уйӑха пырӗҫ. Шкулта вӗренекенсене чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗсене тĕпчевçĕсемпе ăстасем уҫса парӗҫ. Вӗсен йышӗнче Геннадий Иванов-Орков искусствовед, Культурӑпа искусство институчӗн кафедра ертӳҫи Раиса Васильева, Любовь Вазюкова маҫтăр тата тӗрӗ музейӗнче ӗҫлекен Наталия Захарова-Кульева.
Чӑваш тӗррин музейӗнче тĕрлеме вĕренес текенсен шкулĕн пӗрремӗш урокӗ иртрӗ
Тăван халăхăн ку таранччен упраннă алĕç ăсталăхне алла илекенсем пирӗн республикӑра ҫывӑх вӑхӑтра нумайланӗҫ.