Наци ҫи-пуҫӗ, тӗрри-эрешӗ, йывӑҫран, хӑва хуллинчен, хурӑн хуппинчен, тӑмран ӑсталанӑ япаласем, вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ капӑрлӑхсем. Ал ӗҫ пултарулӑхӗн 15 енне кӑтартнӑ кунта. Зоя Игнатьева чӗрӗк ӗмӗр тӑмпа ӗҫлет: савӑт-сапа, тӗрлӗ тетте, стена ҫине ҫакмалли турилккесем ӑсталать. Кашни хатӗре чӑваш эрешӗсемпе илемлетет. "Тӑм - ҫемҫе, ӑшӑ материал. Унпа ӗҫленӗ чухне ҫӗнӗ шухӑшсем хӑйсемех ҫуралаҫҫӗ", тет маҫтӑр.
Вера Васильева вара хӑйӗн киленӗҫне йывӑҫран илемлӗ япаласем касса кӑларассинче тупнӑ. 40 ҫул ытла вӑл ҫак енпе тӑрӑшать. Вӑл шутра 30 ҫул ытла ачасене те вӗрентнӗ. Малтан ӑста Пушкӑрт Республикинче ӗҫлесе пурӑннӑ, унтан Шупашкара куҫса килнӗ. Йывӑҫран илемлӗ эрешсем, тӗрлӗ кӳлепе касса кӑларасси ҫӑмӑл мар.
Курава килнисем кашни япалапа, хатӗрпе кӑсӑкланса паллашрӗҫ. Республика мӗн тӗри пултаруллӑ ҫынсемпе пуяннине палӑртрӗҫ. Роза Степанова, тӗслӗхрен, вӗтӗ шӑрҫаран хушпу-тухья, мӑй ҫаккисем ӑсталать.
Ӑстасен маҫтӑрлӑхӗ халӑхӑн йӑли-йӗркине, культурине, кӑмӑл-туйӑмне туллин уҫса парать. Куравра ҫӗнӗ авторсен ӗҫӗсемпе те паллашма пулать. Экспозици Тӗрӗ музейӗнче ҫӗртме уйӑхӗн варричченех ӗҫлӗ.
Диана Сафонова, Святослав Петров








