Чӑваш тӗррин музейӗнче "Кӗмӗл тенкӗсен ялтравӗ" курав уҫӑлчӗ

Ӑна Зинаида Воронова ал ӗҫ ӑсти 70 ҫул тултарнӑ ятпа хатӗрленӗ.

Зинаида Воронова - пирӗн ӗмӗре пурӑнса ҫитейнӗ несӗлсен ӑс-хакӑл туприне, ваттисен пилне пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе ҫӗнӗ ӑру патне ҫитерес тесе ырми-канми ӗҫлекен ҫын. Ҫавра ҫулӗ ячӗпе хатӗрлесе ҫитернӗ анлӑ куравра - тӗрлӗ вырӑнта пурӑнакан чӑвашсен наци ҫи-пуҫӗ, вӑл ӑсталанӑ хушпу-тухьяпа ытти капӑрлӑх. Кӗмӗл тенкӗсен ялтравӗ пӗчӗккисемшӗн те илӗртӳллӗ: чӑвашла тумланнӑ пуканесем - халь-халь вӑйӑ картине тӑрса юрласа ярас пек чӗрӗ. Халӑх ӑсти ҫак яваплӑ та сӑваплӑ ӗҫре - 50 ҫул. Ҫур ӗмӗр хушшинче Зинаида Воронова хӑйӗн хастар та тӑрӑшуллӑ ӗҫтешӗсемпе пӗрле тӑван халӑхӑн авалтан упранса пыракан тӗрри-эрешӗ нихҫан кивелми пуянлӑх иккенне ӗнентерме пултарчӗ. 

 

Марина Карягина, Владимир Синдеев