Уява халалланӑ ӗҫ-пуҫ пуҫланчӗ те ӗнтӗ. Чӑваш тӗррин музейӗнче паян "Эреш" фестиваль уҫӑлать. Ӑсталӑх сехечӗсем, конкурссем, пултарулӑх семинарӗсем - фестиваль программи пуян. Вӑл икӗ кун пырӗ. "Эреш" фестиваль паллӑ ал ӗҫ маҫтӑрӗсене пӗр ҫӗре пуҫтарать. Вӗсен йышӗнче ӳнерҫӗсем, ювелирсем, дизайнерсем. Ытти регионсенчен те хӑнасем ҫитмелле.
Надежда Александрова Виолетта Александрова