Кӑҫал илемлӗх уявӗн географийӗ уйрӑмах анлӑ пулнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейрен, вӑл шутран Донецк Халӑх Республикинчен тата Беларуҫрен модельерсем ҫитнӗ. Фестиваль пурӗ 45 ытла дизайнера уҫӑ тӳпе айӗнче пӗрле пуҫтарнӑ. Паллӑ ӑстасемпе танах ҫак енпе пӗрремӗш утӑмсем тӑвакан ҫамрӑк специалистсем те хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
Халӑх юррисене шӑрантаракан Алёна Силпи Плёс хулине хӑйӗн коллекцийӗнчи чӑваш ӑстисем хатӗрленӗ 40-е яхӑн тӗрлӗ тума илсе кайнӑ. Мода фестивалӗнче ӑна мӑшӑрӗ Олег Максимов тата юлташӗсем пулӑшнӑ.
Чӑваш халӑхӗн ҫи-пуҫӗ мӗн авалтан илемлӗ тӗрӗ-эрешпе, тенкӗсемпе пуян пулнӑ. Ҫавӑн пекех кашни паллӑн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ. Ӑстасем хальхи вӑхӑтри тата сцена ҫине тухмалли ҫи-пуҫа авалхи йӑласене пӑхӑнса ҫӗленӗ, эрешсен пӗлтерӗшне тӗпе хурса костюмсене ҫӗнӗлле кӑтартма тӑрӑшнӑ. Ҫакӑ ҫӑмӑл пулман.
Алёна Силпин кашни тумӗ калама ҫук илӗртӳллӗ. Мода фестивальне вӑл хӑй шӑрантаракан юрӑсемпе пуянлатнӑ. Ҫакӑ та куракансен кӑмӑлне кайнӑ. Алёна Силпи костюмсен куравне хӑйӗн пултарулӑхӗпе пӗрлештерни культурӑри ҫӗнӗлӗх пулнине палӑртнӑ тӳресем.
Пушкӑрт тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Алена Силпи наци тум-тирӗпе ҫӗршыв шайӗнчи мода фестивалӗнче палӑрни чӑннипех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Паян тӑван халӑхӑн ламран лама куҫса пыракан пуян культури ҫӗнӗлле палӑрать, вӑл яш-кӗрӗме те илӗртсе кӑсӑклантарать. Апла чӑвашлӑх малашлӑхӗ пур.
Елена Дмитриева, Елена Михайлова, Святослав Петров








