Чӑваш тата вырӑс литературинчи сӑнарсем пӗр тӗнчере

Шупашкарти Ефремов купса бульварӗнче "Атӑл ҫинчи телей" ятпа арт-галерея уҫӑлчӗ. Хальхинче "Телей пукани: ӗмӗрхи классика" ятпа экспозиципе паллаштарчӗҫ. Экспонатсене тӗрлӗ регионти 30 ытла маҫтӑр вӑйӗпе пухнӑ. 

Галереяра папье-машерен тунӑ Антон Чехова палласа илме пулать, фарфортан ӑсталанӑ Шекспира. Александр Пушкин ҫемйине, хайлавӗсенчи геройсене сӑнлакан пуканесем те пур. Куравӗ Ҫӗнӗ Ҫул умӗнхи. Анчах та ӑна вырӑс тата чӑваш классикине халалланӑ. Кирек хӑш экспоната калӑплама та чылай ӗҫлемелле. Ӑстасем каланӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫ темиҫе эрнерен пуҫласа уйӑхӗ-уйӑхӗпе тӑсӑлма пултарать. Сӑнара вӗҫлени вара вӗсемшӗн пепке ҫуралнипе тан. Ӳнерҫӗ вӗҫӗмсӗр пуканепе аппаланаймасть. Ҫакӑ хавхалану чакнипе мар, ӗҫ йӗркипе ҫыхӑннӑ. Хӑшне-пӗрне хӑйпе хӑй хытакан пластикран тӑваҫҫӗ пулсан, чи йывӑр меслечӗ - фарфора темиҫе хут хӗртесси. Светлана Бенюх шӑпах хӑйӗн сӑнарӗсене чылай тимлӗх тата вӑхӑт ыйтакан  материалтан тунӑ. Вӑл Константин Иванов поэминче Нарспипе Сетнер туй умӗн сывпуллашнӑ саманта сӑнланӑ. Хайлава юратнӑран  чылай сыпӑка пӑхмасӑр пӗлет.

Эпир хӑнӑхнӑ пуканесемсӗр пуҫне арт-галереяра "Тедди" упа ҫурисем те пур. Вӗсене те паллӑ хайлавсемпе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫавӑн пекех Анастасия Фарфорук ҫулран-ҫул пӗчӗклетсе пырса 5 сантиметра ҫитернӗ пуканесем те пур. Коллекципе пӗрле куравсем тӑрах яланах лупа ҫӳрет.

Алиса Александрова, Борис Андреев