Чӑваш Республикин культура пурнӑҫӗ ҫак кунсенче харӑсах икӗ сумлӑ фестивальпе илемленчӗ

Пукане театрӗнче 4-мӗш хут "Юмахсен каруселӗ" тата 8-мӗш хут "Пӗр пек пулма кирлех те мар" форумсем иртрӗҫ. Вӗсен кашнин хӑйӗн тӗллевӗ тата кураканӗ. Фестиваль шучӗпе кӑтарнӑ "Мухоморша" спектакль, сӑмахран, аутизмпа аптракансем валли.

"Мухоморша" спектакльте профессионал-артистсем ҫук. Ӑна амӑшӗсемпе ачисем пӗрле хатӗрленӗ. Юмах авторӗ - Пукане театрӗн ветеранӗ Левтина Марье. Вӑл тӑван сценӑпа паянхи кун та ҫыхӑну тытать. Амӑшӗсемпе ачисене пӗрлештеркен проект кунта 2019-мӗш ҫултанпа пурнӑҫа кӗрет. Ҫак тапхӑрта 5 спектакль хатӗрленӗ ӗнтӗ. Юлашки постановка ырӑлӑхпа чун тасалӑхӗ ҫинчен. Пуканесемпе мӗнлерех ӗҫлемеллине, мӗнле хусканмаллине ачасем хӑвӑрт хӑнӑхса ҫитнӗ. Вӗсен сывлӑхӗ хавшакрах пулнине туймастӑн та. Постановка 20 минут кӑна пырать. Тумӗсем те, ачасен калаҫӑвӗ те ҫӳллӗ шайра. 

"Пӗр пек пулма кирлех те мар" фестиваль тӗллевӗ шӑпах сывлӑхӗ хавшак ҫынсемпе ӗҫленӗ чухне пухнӑ опытпа ыттисене паллаштарасси. Ҫавна май театр коллективӗсем валли тӗрлӗ семинар, ӑсталӑх урокӗ ирттернӗ. 

Кӑҫал форумсене Пушкӑрт, Тутар, Мордва, Удмурт, Владимир, Киров, Курган, Кострома, Мускав, Алтай тӑрӑхӗсенчен, ҫавӑн пекех Донецк Халӑх Республикинчен, Беларуҫрен тата Узбекистанран пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри - инҫет мелӗпе. Артистсем куракансемпе сцена ҫинче кӑна мар, социаллӑ учрежденисенче тата урамри лаптӑксенче те тӗл пулнӑ. 

Надежда Александрова, Михаил Солин