Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ гастрольпе Атӑл тӑрӑхӗнчи темиҫе хулана ҫитӗ

Хамӑр республикӑри кӑна мар, ҫӗршыври чи аслӑ та сумлӑ коллективсенчен пӗри - ҫитес ҫул 100 ҫул тултаракан Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ гастроле тухса кайма хатӗрленет. Ҫулӗ вӑрӑм, яваплӑхӗ пысӑк, тӗлпулӑвӗ чунтан кӗтнӗскер. Пултарулӑх ҫулҫӳревӗ Росконцерт пулӑшнипе "Мы - Россия" федераци программипе килӗшӳллӗн иртӗ. 

Кашни чӑваш чунӗнчи юрӑ-кӗвӗ. Куракана хамӑр республикӑн культура пуянлӑхӗпе паллаштарни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртаҫҫӗ артистсем. Раҫҫейри тӗрлӗ регионта пурӑнакансене тӗрлӗ хайлавпа савӑнтарӗҫ вӗсем. Гастроле ансамбль пысӑк йышпа тухса каять. 54 ҫынран тӑракан ушкӑнра хор, балет труппи, оркестр. Чӑваш-юрри ташши Тутар, Удмурт республикисен, Киров облаҫӗн сценисене илем кӳрӗ. 

Пирӗн артистсем ташлама кӑмӑллакансем тата профессионалсем валли хӑйнеевӗрлӗ ӑсталӑх урокӗсем ирттерӗҫ, чӑваш ташшин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарӗҫ. Тӑван халӑх ҫеммипе тӗрлӗ хускану тума вӗрентме вырӑнти филармонисем ыйтнӑ.

Гастрольсӑр пуҫне Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ хӑйӗн ӗмӗрхи юбилейне кӗтсе илме хатӗрленет. Коллектив Республика Пуҫлӑхӗн 5 миллион тенкӗпе танлашакан грантне выляса илнӗ. Ҫак укҫапа чаплӑ программа йӗркелеҫҫӗ. Шӑпах унпа юпа уйӑхӗнче 100-мӗш сезонне уҫӗҫ те.

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Виктор Степанов