Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ 99-мӗш сезонне вӗҫлерӗ

"Тӑван халӑха халалласа" ятлӑ программӑра чӑваш тата вырӑс композиторӗсен анлӑ сарӑлнӑ юррисем янрарӗҫ, ҫӗнӗ хайлавсем те пулчӗҫ. 

Юратать халӑх Чӑваш патшалӑх ансамблӗн концерчӗсене ҫӳреме. Ҫӗнӗ юрӑ пурнӑҫӗ час-часах кунта янраса пуҫланать. Артистсен ӑсталӑхне, мӗнлерех юрӑ-ташӑ пулассине концертсене ҫӳреме кӑмӑллакансем тӗпчесех тӑраҫҫӗ - ҫавӑнпа ансамбльте вӑй хуракансен яваплӑхӗ пысӑк. Кӗҫех республикӑмӑрӑн чи паллӑ пултарулӑх ушкӑнӗ 100 ҫул тултарать. Иртсе пыракан сезон программине халиччен янранӑ юрӑ-ташӑпа пӗрле ҫӗннисене хатӗрлесе кӗртнӗ. 

Ансамбльте ҫамрӑк артист нумай, ертӳҫисем те ҫамрӑк-ха. Светлана Белова нумай ҫул ташӑ ушкӑнӗнче солист пулнӑ, кӑҫалтан ансамблӗн пултарулӑх ертӳҫи. - Иртсе пыракан сезонра ҫӗршывра йӗркеленӗ "Эпир Раҫҫейсем" ятлӑ программӑна кӗме пултартӑмӑр. Гастрольсемпе Чаллӑ Ҫыр, Ижевск, Киров хулисенче пултӑмӑр. Куракансем пире пур ҫӗрте те хаваспа кӗтсе илчӗҫ, вӗсен шутӗнче чӑвашсем питӗ нумай. Хальхи программӑра пирӗн икӗ премьерӑ, 100 ҫулхи юбилее хатӗрленетпӗр. Ун тӗлне "Ҫул хыҫҫӑн ҫул 100 ҫул утса тухни" ятпа ятарлӑ проект турӑмӑр, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ячӗпе хатӗрленӗ грант ҫӗнсе илтӗмӗр" - терӗ пултарулӑх ертӳҫи. 

Юрӑпа ташӑ ансамблӗ ӑсталӑх тӳпи вырӑнне ялан чӑваш музыкин классикине хурса пынӑ. Ҫавӑнпа ун илемӗпе, пултарулӑх мелӗ кивелмеҫҫӗ, вӑхӑтран кӑшт маларах та пыраҫҫӗ. 

Александр Осипов, Святослав Петров