Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ 98-мӗш пултарулӑх сезонне уҫма хатӗрленет

Паян Чӑваш тата Раҫҫей искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Александр Ангаров балетмейстер ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ.

Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ хӑйӗн 98-мӗш пултарулӑх сезонне шӑпах ӑна халалласа, унӑн ырӑ ятне асра тытса "Тӑван ен кӗввисем" концерт программипе уҫӗ. Ушкӑн репетицийӗнче пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ пулса курчӗ. 

Украинӑра ҫуралса ӳснӗ Александр Ангаров Мускаври Патшалӑх культура институтӗнче вӗреннӗ. 1976-мӗш ҫултан 2005-мӗшӗччен Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн тӗп балетмейстерӗ пулнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче килнӗ те раштав уйӑхӗнче 53-мӗш сезона ҫӗнӗ программӑпа уҫма хатӗрлесе ҫитернӗ. 30 ҫула яхӑн ӗҫленӗ хушӑра 100 ытла сюитӑпа ташӑ лартнӑ. Хӑй чӑваш мар пулин те, пирӗн халӑх юррин тарӑн шухӑшне, кӑмӑлне тӗпчесе унӑн тӗлӗнмелле хӑйнеевӗрлӗхне хореографире кӑтартма пултарнӑ. Чӑваш ташшине сцена ҫинче ҫӗнӗ шая ҫӗкленӗ. Ҫавӑнпах ӑна сума суса хатӗрленӗ программӑна та "Тӑван ен кӗввисем" ят панӑ. Ҫӗнӗ пултарулӑх сезонне артистсем ҫурла уйӑхӗнчех хатӗрленме пуҫланӑ. Халӗ репетицисен хӗрӳ тапхӑрӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ 98-мӗш концерт сезонне пуҫлама куракансене юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменне йыхравлать. Уява Пушкин карттипе усӑ курса кӗме те май пур. 

 

Алиса Александрова, Виктор Степанов