Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ 102-мӗш пултарулӑх сезонне премьерӑпа уҫрӗ

"Чӑваш тӗнчи" концерт программипе артистсем Филармони залӗнче паллаштарчӗҫ. 

Куракан тулли кӑмӑлпа йышӑнакан ылтӑн фондри хайлавсем ҫӗнӗ постановкӑсемпе черетленсе пычӗҫ. Юрӑ-ташӑ урлӑ артистсем чӑваш Улӑпӗ пирки халап ячӗҫ. Хор произведенийӗсенчен тӑракан "Чӑваш юррисен кӑшӑлӗ" поппури - куракансемшӗн ҫӗнӗлӗх. Паянхи кунччен йӑли-йӗркине упраса хӑварнӑ Тихвин ярмӑрккине сӑнлакан сюита та ӑнӑҫлӑ пулса тухнӑ. Ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Алексей Тимошенко палӑртнӑ тӑрӑх, постановкӑра чӑвашлатнӑ матрешка та, вут-ҫулӑмлӑ телей кайӑкӗ те пур. Улӑпа халалланӑ пӗр актлӑ спектакле те пирвайхи хут лартнӑ. Чӑваш музыкине тӗпе хурса хальхилле янӑракан партитурӑна Питӗрти композитор ҫырнӑ. Финалти композици авторӗ - Лолита Чекушкина. "Чӑваш тӗнчи" театрализациленӗ программӑпа тепӗр хутчен юрӑпа ташӑ ансамблӗ Трактор тӑвакансен культура керменӗн сцени ҫинче раштавӑн 3-мӗшӗнче паллаштарӗ. 

Алиса Александрова