Кураканпа тӗл пулас самант яланах савӑнӑҫлӑ та хумхануллӑ, яваплӑ. Ҫавӑнпа концерт кунне чылай хушӑ хатӗрленеҫҫӗ артистсем. Кӑҫал Раҫҫейре Ҫемье ҫулталӑкӗ пулнипе репертуарне хамӑрпа кӳршӗлле пурӑнакансен юрри-ташшипе пуянлатас тенӗ. Сӑмах май, хамӑр республикӑра та 130-а яхӑн халӑх ҫынни туслӑ пурӑнать.
Программӑри пӗтӗм номер тенӗ пекех ҫӗнӗ. Ӑна хатӗрлес ӗҫе коллективри кашни ҫын хутшӑннӑ. Чылай юрра илемлетсе ҫӗнӗ варкӑш кӗртнинчен пуҫласа ҫи-пуҫ ҫӗлесси таранах. Концертӑн пӗлтерӗшлӗ те хӑйнеевӗрлӗ пайӗ - "Пӗр ҫемьере" сюита. Вӑл тӗрлӗ халӑх ҫыннине юрӑ-ташӑпа пӗр тӗвве пуҫтарать, ҫӗршыври нацисен туслӑхне кӑтартса парать. "Калинка" вокалпа хореографи номерӗ те Ҫӗнтерӳ кунӗн 80-мӗш ҫавраҫулӗ умӗн кураканшӑн вӑхӑтлӑ та кӑсӑклӑ пулмалла.
Пӗр ӗмӗр тултарнӑ ансамбле ӗҫлеме ҫамрӑксем те килсех тӑраҫҫӗ. Ҫӗнӗ сезонтан коллектив йышӗнче чӑваш яш-кӗрӗмӗпе танах Чулхула, Кострома, Сыктывкар, Пермь артисчӗсем те пулӗҫ. Юрӑпа ташӑ ансамблӗ куракансене юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнчи уявра кӗтет.
Алиса Александрова, Виктор Степанов