Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Юрий Николаев ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Юрий Николаев ӳнер тӗнчинче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Унӑн пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ палӑрнӑ. Портрет, пейзаж, плакат е мозаика - вӑл йӑлтах тума пултарнӑ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче маҫтӑра асӑнса унӑн ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ.

Юрий Николаев Канаш районӗнчи Ешкилт ялӗнче 1941-мӗш ҫулта ҫуралнӑ. Ытти вӑрҫӑ ачи пекех ҫав вӑхӑтри йывӑр пурнӑҫа тӳссе ҫитӗннӗ. Апла пулин те ҫӗр ӗҫне пӗлсе ӳснӗ ҫамрӑк художник пулма ӗмӗтленнӗ. 1960-мӗш ҫулта вӑл педагогика институтне, художествӑпа графика факультетне вӗренме кӗнӗ. Унтан салтака кайма ят тухнӑ. Хӗсметре пулнӑ чухне те ӳкерме пӑрахман. Унӑн ӗҫӗсем "Часовой Родины" хаҫат страницисене илемлетнӗ.

Юрий Николаев 1968-мӗш ҫултан пултарулӑхне Чӑваш художникӗсен агитплакачӗсен цехӗнче аталантарнӑ. Унӑн хӑшпӗр ӗҫӗ сумлӑ конкурссенче ҫӗнтернӗ. Ачалӑха хӳтӗлессине сӑнлакан плакатсем уйрӑм вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫут ҫанталӑка упрас ыйтӑва та ӳнерҫӗ пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.

Юрий Николаева аслӑ вырӑс поэчӗн Александр Пушкинӑн пултарулӑхӗ те хумхантарнӑ. Тӗп хулари хальхи 2-мӗш гимназире сӑвӑҫӑн музейне йӗркелеме пулӑшнӑ вӑл. Пурӗ 60 ытла ӗҫпе тивӗҫтернӗ. Мӑшӑрӗ Клавдия Ивановна тата Татьяна хӗрӗ ӳнерҫӗ ҫемьере чӑн-чӑн хӳтӗлевҫӗ, яланах пулӑшма хатӗр ҫын пулнине палӑртрӗҫ. Татьяна Юрьевна художествӑпа ӳнер факультетне пӗтернӗ пулин те, пурнӑҫне урӑх профессипе ҫыхӑнтарнӑ. Юрий Николаевичӑн ӗҫне, тен, мӑнукӗсем тӑсӗҫ, терӗҫ пухӑннисем.

Юрий Николаевӑн пултарулӑхӗ нумай енлӗ пулнӑ. Вӑл мозаикӑна та кӑмӑлланӑ. Унӑн ӗҫӗсем халӗ те тӗрлӗ предприятие илемлетеҫҫӗ. Сӑмах май, Юрий Николаевичӑн ӳкерчӗкӗсене ҫемйи Чӑваш патшалӑх ӳнер музейне парнеленӗ. Художникӑн пултарулахӗпе пулас ӑрусем те паллашма пултарччӗр, тенӗ. Экспозици пуш уйӑхӗн 10-мӗшчен уҫӑ пулать.

Надежда Александрова, Святослав Петров