"Хӗрлӗ лини" ярӑмра пӗтӗмпе 50 яхӑн ӳкерчӗк. Ҫак ӗҫсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ. Тӗп вырӑнта - халӑхӑн терт-нуши, ыратӑвӗпе йывӑр кун-ҫулӗ. Сӑрӑ ӑсти ҫак темӑна ахальтен мар суйласа илнӗ. Фашистсем тапӑнсан унӑн чи ҫывӑх тӑванӗсем - ашшӗпе пиччӗшӗ фронта тухса кайнӑ. Тӑван ялтан пӗтӗмпе 300 ҫын ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Нумайӑшӗ суранланннӑ, 149 ҫын киле таврӑнайман. Экспозицири картинӑсем пурте хӑйнеевӗрлӗ. Автор янкӑр хӗрлӗ, хура сӑрӑсемпе ытларах усӑ курнӑ. Хӑш-пӗр ӳкерчӗкре харӑсах 80 яхӑн сӑнар курма пулать. Кашни ӗҫ тыткӑнлать, тарӑн шухӑша ярать, теҫҫӗ курава килнисем.
Елена Дмитриева, Виктор Степанов