Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Виталий Яковлев сӑрӑ ӑстин куравӗ уҫӑлчӗ

Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗ 70 ҫул тултарнӑ ятпа хӑйӗн чи лайӑх хайлавӗсене халӑх умне кӑларчӗ.

43 ҫул каялла педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ Виталий Яковлев паянхи кунчченех Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулта ачасене илемлӗхе туйма вӗрентет. Пӗр харӑсах Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусенче мала тухакан вӗренекенсем хатӗрлекен учитель тата художник пулма ансат мар: ирӗклӗ ӳнерҫӗ кӑна искусствӑна парӑнса ӗҫлеме пултарать темелле. Анчах Виталий Николаевичӑн ӑсталӑхӗ ҫулсерен ӳссе пыни куҫкӗрет. 

 


Марина Карягина, Владимир Синдеев