Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Станислав Юхтар Чӑваш халӑх художникӗн ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ

Унта ӳнерҫӗн 120 ытла живопиҫпе графика хайлавӗпе паллашма пулать. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Вӑрӑмҫутра пурӑнакан пысӑк ӑста хӑйӗн юбилей куравне амӑшне халалланӑ.

Станислав Юхтара куракансем ҫавӑрса илнӗ: унӑн пултарулӑхӗ аслӑ ӑрурисене тарӑн шухӑша ярать, ҫамрӑксене халиччен пӗлмен асамлӑ тӗнчене йыхӑрса кӗрет. Художникӑн ҫавра ҫулӗ тӗлне Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ альбом та паха, пуян пулса тухнӑ. Светлана Каликова культура министрӗ ӳнерҫӗн тӗлӗнсе пӗтерейми пултарулӑхне шӑпах издательство пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ чухне асӑрханӑ.

Ҫапла, Юхтарӑн картинисене никамӑннипе те арпаштараймӑн. Вӗсене хаклакансем уҫлӑхӑн пӗр пайӗ пек кураҫҫӗ. Тӗрӗсрех, чӑваш уҫлӑхӗн пӗр пайӗ теме пулать, мӗншӗн тесен, Праски Витти калашле, ҫак хайлавсене чӑваш ӳнерҫи, чӑваш ҫинчен, чӑвашла ӳкернӗ. Курава йӗркелекен Георгий Исаев вара ӳнерҫӗн пултарулӑх чиккисем тата та анлӑрах тесе ҫирӗплетет.

Станислав Юхтар хӑйӗнлӗхне тӗссемпе ӳкерес меслетре те шырать, мӗнле материал ҫине ҫырсан калас тени уҫӑмлӑрах, тӗрӗсрех пуласси те шухӑшлаттарать ӑна. Унӑн хайлавӗсемпе паллашнӑ май эпир чӳречерен пӑхсан та курӑнакан ҫанталӑк илемӗпе киленместпӗр, авторпа пӗрле этем кун-ҫулӗн пӗлтерӗшне, ҫыннӑн пурнӑҫри, тӗнче уҫлӑхӗнчи вырӑнне тӗпчетпӗр. Ялта хресченле ӗмӗрне ирттерекен художник хулари ӗҫтешӗсенчен ытларах ҫӗр ҫумӗнче, тӗлӗнмелле пулин те, тен, шӑпах ҫакӑ ӑна ҫӑлтӑрсен сассине сисӗмлӗрех илтме май парать.

"Станиславӑн картинисем урлӑ эпӗ чӑваш чӗлхине тарӑнрах ӑнланатӑп, лайӑхрах туятӑп", - тет Юхтарӑн мӑшӑрӗ, Елена Енькка ӳнерҫӗ, тӑван халӑхӑн иртнӗлӗхне тӗпчекен. Аваллӑха ҫавӑтса кӗрекен ӗҫӗсене айккинчен пӑхсан - пӗр ҫураҫуллӑ хайлав, ҫывхарнӑҫем вара вӗтӗ-вӗтӗ япаласем урлӑ нумай сийлӗ тӗнче уҫӑлса пырать: пирӗн таврара та куҫа курӑнман темле ыр-усал пурӑннӑ евӗр, тӗрлӗ хӑват вӑйӗ сӑнарланса тухать, хӑйӗнпе пушӑ талккӑша тултарать. 

Станислав Юхтар куравӗпе Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗччен паллашма пулать.

 

Марина Карягина, Михаил Солин