Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Республикӑн тава тивӗҫлӗ художникӗн Владислав Зотиковӑн ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ

Ӑна ӑста 65 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫавна май 65 ӗҫрен тӑракан курав хатӗрленӗ

"Юратнӑ, илӗртӳллӗ, вӗҫӗмсӗр" ятпа йӗркеленӗ ӑна. Экспозицие паллӑ ӑста тӗрлӗ ҫулта калӑпланӑ кӳлепесене, графика ӗҫӗсене кӗртнӗ. Владислав Алексеевичӑн пултарулӑхӗнче хӗрарӑм сӑнарӗ тӗп вырӑн йышӑнать. "Кӗнчеле арлакан", "Амазонка", "Ева", "Спортсменсем", "Амӑшӗпе ачи" - кашни ӗҫрех хӗрарӑмӑн тӗлӗнмелле илемӗ, асамлӑхӗ, хӑйнеевӗрлӗхӗ куракана тыткӑнлать. 

Елена Дмитриева, Игорь Ульянов