Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче пукане куравӗ уҫӑлчӗ

Илемлӗ те йӑлтӑркка ҫи-пуҫ тӑхӑннӑскерсем пӗри-тепринчен хӳхӗмрех. Вӗсене тӗрмере ларакан хӗрарӑмсем ӑсталанӑ. 

Пуканесене пурҫӑнпа атлас пусмасенчен, капронран кӗпе-йӗм ҫӗлесе тӑхӑнтартнӑ. Вӗтӗ шӑрҫасемпе, тенкӗсемпе те капӑрлатнӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ал ӗҫӗпе аппаланни питӗ усӑллӑ. Ҫакӑ лӑплантарать, пӑлханнине ирттерме пулӑшать.  

Елена Дмитриева, Лидия Галактионова, Димитрий Макаров.