Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Чӑваш тата Раҫҫей халӑх художникӗ Ревель Фёдоров ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ ятпа уҫӑлнӑ курав ӗҫлет

Сӑрӑ ӑстин хайлавӗсемпе туллинрех музей сайтӗнче паллашма пулать.

Курава 200 ытла ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсене Ревель Фёдоров тӗрлӗ тапхӑрта ӳкернӗ, вӑхӑт сывлӑшӗ соцреализма пӑхӑнса ҫырнӑ хайлавӗсенче те, хыҫҫӑнхи ҫӗнйӗркелӳ илсе килнӗ ҫӗнӗ ҫил паллисенче те курӑнать. Хӑйӗн саманташӗсемпе юнашар пысӑк та тертлӗ пурнӑҫ ҫулне утса тухнӑ художник этемӗн ҫут тӗнчери вырӑнӗ ҫинчен пуҫ ватать. "Шухӑшласси, туясси, вӑхӑтӑн чӗмӗпе уйрӑмлӑхне кӑтартасси - ӳнерӗн ӗмӗрхи тивӗҫӗ, - тет халӑх художникӗ. - Пирӗн хамӑр пурӑнакан тӗнчен, этемлӗхӗн чунлӑхӗпе ҫынлӑхне ҫӗклемелле".

Марина Карягина, Виктор Степанов