Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн галерейи 3 ҫул реставрацире пулнӑ хыҫҫӑн алӑкне уҫрӗ

Ҫак вӑхӑтра ӑна тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ. Ӗҫе тума республика бюджетӗнчен 25 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. 

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн филиалӗ республикӑри чи хитре те авалхи ҫуртсенчен пӗринче - Ехрем купса керменӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл модерн стилӗпе тунӑ Чӑваш Енри пӗртен-пӗр ҫурт. Юсав вӑхӑтӗнче унӑн тӑррине улӑштарнӑ, пич енне тирпейленӗ, стенасене сӑрланӑ, упранса юлнӑ паркета тата алӑксене ҫӗнетнӗ. Ҫавӑн пекех музейри 74 экспоната реставраци туса ҫӗнӗ рамӑсем ӑшне вырнаҫтарнӑ. Уява килнӗ хӑнасем валли пӗрремӗш тапхӑрпа ҫӗнетнӗ вырӑс тата ют ҫӗршыв ӳнерӗн виҫӗ залӗ тӑрӑх экскурси ирттерчӗҫ, тӗнчипе паллӑ ӳнерҫӗсен ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Вӗсен йышӗнче 19-мӗш ӗмӗр варринчен пуҫласа 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗччен хайланӑ пейзажсем, портретсем, графика мелӗпе ӳкернӗ произведенисем. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче упранакан произведенисем Третьяков галерейинче тата тӗрлӗ хулара йӗркеленӗ куравсенче пулнӑ. Кунти картинӑсене курма ҫӗршывӑн чылай кӗтесӗнчен туристсем килеҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Андрей Шоклев