Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче паян йӑлана кӗнӗ опера фестивалӗ уҫӑлать

Юрра-кӗвве кӑмӑллакансем яланхи пекех тӗнче классикин тӗсӗсемпе паллашма пултараҫҫӗ. Пӗрремӗш кунӗнче пирӗн артистсем хатӗрленӗ ҫӗнӗ спектакль кӑтартаҫҫӗ.

Опера фестивалӗ кӑҫал 30-мӗш хут иртет. Ăна йĕркелекенсем уява Чӑваш автономийӗн юбилейне халалланӑ. Программӑра пилӗк чаплӑ каҫ. Спектакльсене пурне те Итали композиторӗсен кӗввипе лартнӑ. Вердин "Аидӑпа" "Бал-маскарад" оперисем тата «Реквием». Фестиваль репертуарӗ классика жанрӗн чи кӑткӑс хайлавĕсенчен тӑрать. Музыкӑпа кӑсӑкланакансемшӗн те, ӑна янратакансемшӗн те ку питӗ пӗлтерӗшлӗ те пысӑк яваплӑх. Пирӗн театрӑн ырӑ йӑли те пурнӑҫлансах пырать - фестивале премьерӑпа хутшӑнасси. Хальхинче Винченцо Беллини композиторӑн "Капулеттипе Монтекки" оперине хатӗрленӗ. 

 

Наталия Егорова, Виктор Степанов