Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Михайлов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери 30-мӗш опера фестивалӗ вӗҫленчӗ

Республика йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ музыка уявне гала-концерт пӗтӗмлетрӗ.

Гала-концерта хальхи вӑхӑтри опера ӳнерӗн чи вӑйлӑ саслӑ юрӑҫисем илем кӳчӗҫ: Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Виталий Ефановпа Марина Ефанова - Мускаври Колобов ячӗллӗ Ҫӗнӗ Опера театрӗнчен, Илья Банникпа Олеся Петрова Питӗр театрӗсенчен. Вӗсем пурте тӗнчери чи чаплӑ фестивальсенче хисепе тивӗҫнӗ. Хамӑрӑн юрӑҫсем те хӑнасенчен кая мар: Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Мария Еланова, Маргарита Финогентова Чӑваш халӑх артисчӗ, ытти тава тивӗҫлӗ юрӑҫсем куракансене илемлӗ сассипе савӑнтарчӗҫ. Концерт музыка ӳнерне кӑмӑллакансемшӗн оперӑна мухтаса ирттернӗ чӑн-чӑн уяв пулса тӑчӗ. Анчах фестиваль кунпа вӗҫленмерӗ-ха: раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче симфони оркестрӗпе солистсем Вӑрнара тухса кайӗҫ, унта Максим Михайловӑн ентешӗсене тӗнче классикин шедеврӗсене юрласа савӑнтарӗҫ.

 

Марина Карягина, Ирина Ромадова, Виктор Степанов