Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш музыкин фестивалӗ пуҫланать

Кӑҫал 10-мӗш хут ирттерекен уяв программипе журналистсемпе музыкӑна кӑмӑллакансене театр ертӳҫисем пресс-конференцире паллаштарчӗҫ.

Оперӑпа балет театрӗ (малтан вӑл Чӑваш музыка театрӗ пулнӑ) тивӗҫлӗ ята пултарулӑх ушкӑнӗ мӗн пуҫланса кайнӑранпах тытса пырать. Халӗ те "чӑваш театрӗ" тенине ӗҫпе ҫирӗплетет. Кунсӑр пуҫне кунта музыкӑн пӗр жанрӗпе кӑна нихҫан та ҫырлахман. Мӗн тӗрли пур - пуринпе те ӗҫлеме тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш музыкин уявне нарӑсӑн 3-мӗшӗнче кашни чӑваш чӗрине тыткӑна илнӗ "Нарспи" оперӑпа уҫаҫҫӗ. Фестиваль пӗр Шупашкар сценипех ҫырлахмасть. Тӗп хуламӑра ҫитейменнисем валли ятарласа Муркашпа Ҫӗрпӳре, Вӑрмарта оперӑпа балет артисчӗсен концерчӗсем пулаҫҫӗ. 

 

Александр Осипов, Виктор Степанов