Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче республикӑри вырсарни шкулӗсен фестивалӗ иртрӗ

Кӑҫалхипе ӑна 20-мӗш хут йӗркелерӗҫ. Ҫутӑ уяв тӗрлӗ тӑрӑхри пултаруллӑ ачасене пуҫтарчӗ.  

Раштав уявне халалланӑ фестивале Шупашкарпа Ҫӗмӗрле хулисенчи, Вӑрнарти тата Шупашкар тӑрӑхӗнчи Шемшерти чиркӳсем ҫумӗнчи вырсарни шкулӗсенчи 15 пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑнчӗ. Пурӗ 200 ытла ача куракансене хӑйсен юрри-ташшипе, сӑввисемпе, театр ӑсталӑхӗпе тыткӑнларӗ. 
Фестиваль вырсарни шкулӗсене ҫӳрекенсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Унта вӗсем куракансене ҫулталӑк хушшинче мӗн тума вӗреннине кӑтартаҫҫӗ, уява килнӗ хӑнасемпе пӗрле савӑнса киленеҫҫӗ.  

Оксана Верликова, Анна Филиппова, Андрей Шоклев