Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗренекенсем диплом спектаклӗпе паллаштарчӗҫ

Ку вӑл пултаруллӑ ҫамрӑксен диплом ӗҫӗ пулчӗ.

 "Ҫураличчен те эпир пурӑнатпӑр" спектакле пулас артистсем пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче вырӑсла кӑтартнӑччӗ. Премьерӑна куракансем кӑмӑлласа йышӑннӑ. Ҫавӑнпа та Владимир Григорьев режиссер ӑна чӑвашла  лартма шутланӑ. Ҫакӑ хайлава  ҫӗнӗ варкӑш кӗртнӗ.

Елена Дмитриева, Николай Семенов.