Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институтӗнче ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ

Вӑл Раҫҫейри халӑхсен музыкин историйӗпе теорине тӗпченипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем ҫинчен. Унта 2018-мӗш ҫулта Шупашкарта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗнче тухса калаҫнисен доклачӗсене пӗр ҫӗре пухнӑ.

Конференцие икӗ сумлӑ ҫавраҫула халалланӑ пулнӑ: Геннадий Воробьев композитор ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине тата Михаил Кондратьев искусствовед 70 ҫул тултарнине. Иккӗшӗ те чӑваш музыкине аталантарассине тата тӗпчессине пысӑк тӳпе хывнӑ. Конференци ӗҫне Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен ӑсчахсем хутшӑннӑ. Вӗсем халӑхсен музыкин историпе теорине тӗпчес ыйтусене тимлӗх уйӑрнӑ. Ку енӗпе кашни нацин хӑйӗн йывӑрлӑхӗ, ҫав вӑхӑтрах пӗрлештерекенни те пулнине палӑртнӑ. 

Владимир Тимофеев, Надежда Александрова, Семен Антонов