Аваллӑха вӑратма пуян еткере ламран-лама куҫарса пырас, ҫамрӑксене йӑх-несӗлсен йӑли-йӗркипе кӑсӑклантарас тӗллев хистенӗ. Спектакль-концерта сцена ҫине кӑларассипе пысӑк йыш тӑрӑшнӑ. Хореографӗ - Мускавран, Николай Андросов. Композиторӗ - Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Николай Казаков, тум-тир художникӗ - Екатерина Тонюшкина. Юрӑ-ташӑ, йӑла-йӗрке илемне куракан патне илсе ҫитерекенӗсем - "Ҫавал" ансамбль, Анастасия Батюкова тата "Nota G" ташӑ ушкӑнӗ.
Сурхури, Хӗр сӑри, Пир ҫапни, Туй, Ҫӑварни йӑли-йӗркисене кӑтартаҫҫӗ артистсем. Чӑваш тӗрри-эрешӗллӗ ҫи-пуҫ Чӑваш халӑх юррисем кунта ҫӗнӗлле янӑраҫҫӗ.
Сӑмах май, Даниил Данилов концерт валли хӑш-пӗр музыка инструментне те хӑйех ӑсталанӑ. Ҫавӑн пек пултаруллӑ ҫамрӑксем пурри хавхалантарать, тет Николай Казаков.
Куракансем шӑпӑр, шӑхлич, кӗсле, тӑмра, сӗрме купӑс, параппан сассипе киленме пултараҫҫӗ.
"Авалхи хӗлӗх сасси" концерт-спектакле хатӗрлеме Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн гранчӗ пулӑшнӑ. Шкул ачисемпе студентсемшӗн, чӑваш халӑх йӑли-йӗркипе ҫывӑхрах паллашас текенсемшӗн вӑл хӑйне евӗр вӗренӳ программи пулӗ.
Екатерина Фомина, Надежда Андреева, Вадим Владимиров








